Тури Кӗлешкасси — Йӗпреҫ районӗнчи ял.
Чи малтанах ял Чӗмпӗр кӗпернин Пӑва уесне кӗнӗ. 1920 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗрпӳ уесне пӑхӑнма тытӑннӑ. 1921 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗ хыҫҫӑн 1927 ҫулта уессне мӗн пӗтериччен вара Патӑрьел уесӗнче шутланнӑ. Вулӑс кантурӗ чи малтанах Хумпуҫ Патӑрьел ялӗнче пулнӑ. 1926 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ял Хурамал вулӑсне пӑхӑнма тытӑннӑ.
1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче районсене тунӑ май ял Йӗпреҫ районне кӗрет. 1962 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗпе 1965 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗччен ял Вӑрнар районӗнче шутланнӑ. Халӗ ял Йӗпреҫ районӗнче шутланать, Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхне кӗрет.